Квест-вăйă «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем».
Умĕн ăнлантарни.
Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстересси хальхи шкул умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри. Тăван çĕр-шыва юратма мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пырас пулать. Патриотизм пур енлĕ аталаннă çыннăн чи курăмлă уйрăмлăхĕ. Хальхи вăхăтра шкул ачисене Тăван çер-шыва, тăван халăха юратас, унпа мухтанас, унăн историне хисеплес туйăмсене аталантарса пымалла. Ку тĕлĕшпе, паллах, шкулăн пысăк ĕçсем туса ирттерме тивет.
Кĕçĕн класри ачасене патриотла воспитани парассине тĕрлĕ майпа пурнăçлама пулать: паттăрлăх урокĕ, çарсен смотрĕ,тĕрлĕ тематикăпа йĕркеленĕ калаçусем, класс сехечĕсем, уявсем, çарпа спорт вăййисем, викторинăсем, конкурссем, куравсем, квест-вăйă тата ытти те.
Тĕллевсем: паттăрлăх, хăюллăх туйăмĕсене, Тăван çĕр-шыва юратассине вăйлатасси; çыхăнуллă пуплевене, ăс-тăнне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: вăрçă çинчен çырнă кĕнекесен выставки, Раççей карти, маршрут хучĕсем, ĕçсем.
Ку вăйăра темиçе команда хутшăнать.
1 ертÿçĕ: Ырă кун пултар, хаклă ачасем. Ачасем, выставкăри кĕнекесем, сирĕн умăрти ÿкерчĕксем çине пăхсан паян мĕн çинчен пырасси паллă ĕнтĕ. (Раççейри Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкне).
2 –мẽш ертÿçĕ: Раççей Федерацийĕн президенчĕ Владимир Владимирович Путин указĕпе 2025 çула Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкĕ тесе çирĕплетнĕ, Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев 2025 çула Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ тесе палăртнă.
«Журавли» юррăн (Р.Гамзатов – Я.Френкель) кĕвви янранă май 2 ача сăвă калаççĕ.
|
1. Кĕтмен çĕртен кÿчĕ тăшман пире шар – Тăван çĕр çине хыпса илчĕ пушар, Вырас тыр-пула çĕрпе çăрчĕç танксем, Вĕри кĕл купи пулчĕç ял-хуласем.
|
2. Тăкатчĕç пиншер бомбăсем пĕлĕтрен. Танксем урнă çил пек çÿретчĕç хир урлă. Хитре хуласем арканатчĕç тĕпрен- Нумай пурнăçа витрĕ вилĕм те хурлăх.
|
1-меш ертÿçĕ: Ҫак уявра эпир Тăван çĕршыв историйĕн паттăрла тапхăрĕсене аса илĕпĕр, ветерансене чыслăпăр тата Раççейĕн хальхи салтакĕсемпе офицерĕсене – хăйсен пурнăçне Тăван ҫӗршыва тата унӑн интересӗсемпе хӑрушсӑрлӑхне хӳтӗлес ӗҫе халаллакан мӗнпур ҫынна – тав тӑвăпӑр.
2 мĕш ертÿçĕ: Çак çул вăл пирĕн Çĕршывра тата пĕтĕм тĕнчере мир пултãр тесе тăрăшакансен çулталăке. Кунĕн-çĕрĕн салтаксемпе командирсем юратнă тăван çĕршывăмăрăн чиккисене тăшмансем тапăнасран сыхлаççĕ. Эпир вара лăпкă пурнăçпа киленсе вĕренетпĕр, ĕçлетпĕр. Çавăнпа та Раççейĕн хăюллă та патвар салтакĕсене ăшшăн саламлатпãр, хăйсен тивĕçĕсене тĕрĕс пурнăçласа пынишĕн савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр!
1-меш ертÿçĕ:
Паянхи тĕлпулура эсир хăвăр пĕлĕвĕрсене тĕрĕслĕр тата ăс-тăна пуянлатăр тесе шутлатăп. Пирĕн çĕршыври паттăрсене аса илĕпĕр. Жюрисене суйлатпăр. Халĕ капитансене тухма сĕнетĕп. Вĕсем 1-мĕш ĕç илĕç. Кашни команда 5 станци витĕр тухĕ. Сире хăш-пĕр ĕç йывăр пек туйăнсан, «залтан пулăшу» илме юрать, анчах куншăн çур балл çеç пулĕ.
Станци «Пирĕн паттăрсем»
2-мĕш ертÿçĕ:Сире 3 конверт параççĕ: 1-мĕшĕнче – хушамат, ят, ашшĕ ячĕ; 2-мĕшĕнче – сăн ÿкерчĕкĕ, 3 – кĕске биографи е унăн паттăрла ĕçĕ. Çав хутсене пĕрлештерсе буклет тумалла. 5 минутра туса пĕтерме тăрăшăр.
|
Алексеев Григорий Алексеевич |
|
Исетерккĕ яленче 25.10.1903ç. çуралнă. 1943 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Днепр шывĕ урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартнă. Командир пурне те йывăçсенчен сулă туса шыв урлă каçма хушать. Каçхине юханшыв варрине çитсен тăшман асăрхать, пулемётсем хăйсен хăрушă вут-хĕмне пĕрĕхеççĕ. Пирĕн паттăррăн сулли çыран хĕррине çитет. Хăрушă çапăçу 2 сехете тăсăлать. Паттăр салтак тăшманăн темиçе танкне вут-çулăм хыптарать. Хăюллăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне 1943 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче параççĕ. |
|
Мешаков Илья Григорьевич |
|
10.08.1924ç. Пăсăрман ялĕнче çуралнă. Южный Буг юхан шывĕ урлă каçнă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн ентеш автоматчика 1944 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Çавăн чухне вăл 20 гитлеровеца тĕп тунă тата иккĕшне тыткăна илнĕ. 1945 çулта Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Ялав çĕклесе пыракан пулнă. Вăрçă хыççăн учительте Муркаш, Ярапайкасси шкулĕсенче ĕçленĕ. Халĕ ун ячĕпе Ярапайкасси шкулĕ хисепленсе тăрать. 12.10.1971çулта вилнĕ. |
|
Анисимов Яков Анисимович |
|
Чăваш каччи 1906 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 10 çулта сĕм тăлăха юлать. Тăрăшса вĕренет. Салтакра политрук должносчĕнче ĕçлет. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех тăшмана хирĕç кĕрешет. 1944 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче гварди капитанĕ … хăйĕн юлташĕсемпе Дунай шывĕн леш енне каçса нимĕç плацдармне илет. Тăшман миномётне чĕртсе ярать. Йывăр вăхăтра салтаксене атакăна çĕклет. Çак çпăçура пуçне хурать. Тăванла вилтăпри çинче Эрчи хулинче пытараççĕ. |
Хăш паттăр сире ытларах килĕшрĕ каласа пама пултаратăр.
Станци «Паттăрсен парачĕ»
1-мĕш ертÿçĕ: Командăсен 2 этап витĕр тухмалла.
1 этап. Кашни командăн паллă çынсене портречĕсемпе пĕлмелле. Раççей çĕршывĕнче вĕсем пысăк йĕр хăварнă, хăйсен ăс-тăнне, вăй-халне тата пурнăçне панă. (Ку этапра кашни педагог вĕреннĕ тема тăрăх илме пултарать)
2 этап. Командăсен хăп-пĕр паллă çынсен каланă предложенисем фразеологизм евĕрлĕ çирĕпленсе юлнă каларăшсене çыхăнтармалла.
|
(Тяжело в учении - легко в походе.) - Вӗренӳре йывӑр - походра ҫӑмӑл. |
|
|
(Теперь они нас будут ненавидеть за то, что мы победили). - Халӗ вӗсем пире ҫӗнтернӗшӗн курайми пулӗҫ. |
|
|
(Мы не можем умереть, не победив врага.) - Эпир тӑшмана ҫӗнтермесӗр вилейместпӗр . |
|
|
(Врагов не считают, их бьют). - Тӑшмансене шутламаҫҫӗ, вӗсене пĕтереҫҫӗ. |
|
Станци «Паттăрлăх виçи»
2-мĕш ертÿçĕ Командăсен тĕллевĕ – «паттăр» сăмаха кластер мелĕпе çыхăнтармалла.
Кластер мелне тĕрлĕ енлĕ тума пулать: чечек, планетăпа спутниксем, çупкăм евĕр….
Тĕрлĕ тĕслĕ мелсемпе, кăранташсемпе, ручкăсемпе, фломастерсемпе тусан аван.
Паттăр – пултаруллă, хăюллă, чĕрĕ, вилĕмсĕр, вăйлă, тĕреклĕ…..
Станци «Боевой листок»
Командăсен тавракурăмлăхне кăтартмалла. Ребус вăрттăнлăхне тавçăрмалла.

Станция «Куç харшине мар, куçа» (Не бровь, а в глаз)
Командасен темиçе ваттисен сăмахĕнчен пĕрне суйласа илмелле, каларăшне мĕнле ăнланнине пĕлмелле, ăнлантарса памалла, ÿкермелле.
- Пурте пĕр пулсан – çĕнеймĕ тăшман.
- Пуçна çухатсан та чысна ан çухат.
-Çапăçура пулмасăр пурнăç хакне чухлаймăн.
- Фашиста кун парсан ху чунсăр юлан.
Вăйă вĕçленсе пырать. Жюри баллсем шутланă хушăра пурте патриотла юрăсемпе юрлаççĕ.
Вăрçă синкерĕ кашни киле, кашни урама, кашни ял-хулана кĕрсе тухнă. Пайтах çын куççулĕ, юнĕ, тарĕ юхнă. Пин-пин пурнăç вăхăтсăр татăлнă. Пултăр мир ĕмĕрех!
Станци «Паттăрсен парачĕ»
|
|
|
|
|||||||||
|
|
|
|












