Чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕрентекенсен республика конкурсĕ иртрĕ

Чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕрентекенсен республика конкурсĕ иртрĕ

Творчествăллă ĕçлекен чăваш чĕлхи учителĕсене тупса палăртас, чăваш чĕлхине вĕрентсе пухнă паха опыта сарас, чĕлхене упраса хăвармалли тата аталантармалли условисем тăвас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле чăваш чĕлхи учителĕсемпе ача сачĕсен воспитателĕсен конкурсне кашни çулах ирттерет.

Акă 2022 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Муркаш районĕн Мăн Сĕнтĕр В.А. Верендеев ячĕллĕ вăтам шкулĕнче кăçалхи конкурсăн 7 финалисчĕ вăй виçме пухăнчĕ. Мăн Сĕнтĕр шкулне пухăннин пысăк сăлтавĕ пур: ку шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Владимировна Варюхина пĕлтĕрхи конкурсра çĕнтерÿсĕ ятне илсе Раççей конурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăнсаччĕ.

Конкурса пуçланас умĕн учительсемпе воспитательсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, Муркаш районĕн администрацийĕн вĕренÿ пай пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕ Надежда Николаева тата Муркаш районĕн Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн директорĕ Людмила Ванюшкина финала тухнă ятпа саламларĕç, конкурсра тата малашнехи ĕçре ăнăçу тума вăй-хал сунчĕç.

Жюри  Канаш районĕн Уçырма «Хĕвел» ача сачĕн воспитательне Андреева Надежда Николаевнăна «Чăваш чĕлхипе кăсăклантаракан чи лайăх педагог» номинацире чи пултарулли тесе, пĕтĕм  конкурсăн  çĕнтерÿçи тесе йышăнчĕ,

Çĕнĕ Шупашкар хулин 5-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Афанасьева Наталия Михайловнăна «Ăстаçă вĕрентекен» номинацин çĕнтерÿçи ятне пачĕ,

Шупашкар хулин 132-мĕш номерлĕ ача сачĕн воспитательне Иванова Ольга Владиславовнăна «Пултарулăх тĕнчине çул кăтартакан» номнаци çĕнтерÿçи тесе палăртрĕ,

Самар облаçĕн Шунтал районĕн Чăтăрлă вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ишмуратова Екатерина Александровнăна «Тăван чĕлхен хастар управçи» номинацире чи лайăххи тесе,

Патăрьел районĕн 1-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенне Каллина Ольга Алексеевнăна «Профессие парăнса ĕçлекен» номинацире чи вăйли тесе,

Элĕк районĕн 1-мĕш номерлĕ «Çăл куç» ача сачĕн воспитательне Морозова Вера Геннадьевнăна «Пултаруллă çамрăк воспитатель» ят парас тесе,

Шупашкар районĕн Кÿкеç лицейĕн пуçламăш классен вĕрентекенне Николаева Эльвира Витальевнăна «Çĕнĕлле ĕçлекен учитель» ята тивĕçлĕ тесе йышăну турĕ.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те тепĕр хут саламлар, ĕçре тата кулленхи пурнăçра çитĕнÿсем тума сунар.

Канаш районĕн Уçырма «Хĕвел» ача сачĕн воспитательне Андреева Надежда Николаевнăна Раççей конкурсĕнче хăйне нумай енчен лайăх пулнине кăтартса çĕнтерÿçĕ ятне выляса илме сунар.

Фото