Чăвашлăха упракан çемьесене «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурса чĕнетпĕр

Чăвашлăха упракан çемьесене «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурса чĕнетпĕр

Чăваш халăхĕн культурине çемьере тытса пырас, йăли-йĕркине, ăсталăхне упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Несĕл эткерлĕхĕ»/ конкурс ирттерет.

Конкурса чăваш эткерне упракан чи пултаруллă çемьесене кĕтетпĕр.

Конкурс тулевлĕ. Хакĕ 300 тенкĕ.

Конкурса хутшăнас текенсен çак номинацисемпе (суйласа илсе) видеоролик хатĕрлемелле:

«Эпир – туслă кил-йыш» (роликсенче хальхи çемьен пурнăçне, йыш тĕп вырăна мĕне хунине, иртнĕ тапхăра мĕнле хакланине кăтартмалла)

«Эпир тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркисене кил-йышра тытса пыратпăр!» (роликсенче чăваш наци традицийĕн, чĕлхин, культурин уйрăмлăхĕсене уçса памалла)

«Пирĕн тăван кĕтес» (видеороликсенче тăван ял, хула, республика, вĕсен паллă выранĕсем çинчен каламалла) 

«Ĕмĕр-ĕмĕр янра эс, тăван чĕлхем!» (видеороликра сăмах чăваш чĕлхи çинчен, унăн историйĕ, унпа хальхи вăхăтра уявсенче, литературăра, ÿнерте, кашни кунхи хутшăнура усă курни çинчен, пуплев культурине тытса пырасси çинчен пымалла).

Видеоролика yandex е mail тÿлевсĕр усравлăха (бесплатное облачное хранилище на yandex или mail) вырнаçтармалла, унтан 2022 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен  https://forms.yandex.ru/u/62381189e1b90c420672cf03/ адреспа кĕрсе заявка тăратмалла, видеоролика вырнаçтарнă ссылка тата квитанци ярса памалла.

Конкурса тăратнă материал чăвашла пулмалла.

Тулли информаципе паллашма конкурс положенине тимлĕ вулама сĕнетпĕр.

 

 

Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

Телефон 8(8352)45-99-96 (регион аталанăвĕн центрĕ),

e-mail: chrio4@rchuv.ru; chrio18@rchuv.ru.

Прикрепленные файлы

pdf
Положение конкурса "Наследие рода"pdf 690,05 Kb 31.03.2022
pdf
О конкурсе семейных видеороликов.pdf 207,97 Kb 31.03.2022
pdf
Квитанция конкурса "Наследие рода".pdf 109,23 Kb 31.03.2022