Пуçламăш классенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен тĕл пулăвĕ

 

            

           Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачи-пăчин ĕçне – хĕлне, тыткаларăвне (ĕçлĕх, тимлĕх, сăпайлăх, йĕркелĕх) епле хаклать? Çак ыйту тавра иртрĕ кăрлач уйăхĕнче Москакассинчи вăтам шкулта пуçламăш классенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен лекторийĕ.

Тĕл пулăва 1-мĕш класс ачисен класс ертÿçи Желтова С.Ф. «Ача хăйĕн тыткаларăвне мĕнле хаклать» темăпа доклад туса уçрĕ.  Шкулти социаллă педагог Поркина Е.В. çак темăпа  ачасем хушшинче ирттернĕ анкета пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. З-мĕш класс ертÿçи Федорова Р.Г. шкулта вĕренекен ача кунта йышăннă  йĕркесене мĕнле тытса пыни çинче ытларах  чарăнчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те ĕçсĕр лармарĕç. Вĕсем 4-мĕш класра вĕренекен ачасем  выляса панă тĕрлĕрен лару-тăрăва сÿтсе яврĕç, кирлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕç. Кун пек тĕл пулусем  кашни уйăхрах иртессине пĕлсен ашшĕ-амăшĕсем хапăл тусах пуçтарăнма килĕшрĕç.