Чи лайăх вĕрентекен - Калайкасси шкулĕнчен

 

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче – Тĕнче халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхи учителĕсен II конкурсĕ иртрĕ. Конкурса ирттерекенсем Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ пулчĕç. Конкурс, тĕпрен илсен, халăхра чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне çĕклес, ачасене чăваш чĕлхине вĕренме хавхалантарас, чăваш чĕлхи учителĕн пархатарлă ĕçне халăх умне кăларас тата çынсене чăваш чĕлхи учителĕн профессине хаклама чĕнес тĕллевпе пычĕ.

Конкурса Вăрнар, Елчĕк, Канаш, Муркаш районĕсенчен тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка хулисенчен 8 вĕрентекен хутшăнчĕ.

Муркаш районĕн чысне Калайкасси шкулĕн вĕрентекенĕ Александр Марсович Степанов хÿтĕлерĕ. Маларах районти конкурсра вăл пĕрремĕш вырăн йышннăччĕ.

Конкурсантсем тĕрлĕ ĕçре хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Паллаштару карточки конкурсра вĕрентекенсем «Тăван ен, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕçĕм» темăпа хăйсемпе паллаштарчĕç. Кайран «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссене презентацилерĕç. Ăмăрту ăстаçă урокне кăтартассипе вĕçленчĕ.

Конкурсра Александр Марсовича çитекенни пулмарĕ. Вăлах çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Ăна Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви компьютер парнелерĕ.

Александр Марсович аслă категориллĕ вĕрентекен. Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпа Калайкасси шкулĕнче ĕçлет. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре çĕнĕ технологисемпе анлă усă курать. Ачасене тăван çĕр-шыва, атте-анне чĕлхине  юратма, хисеплеме вĕрентессишĕн чунне парса тăрăшать.  Çамрăксене чăваш халăхĕн  культурипе,  йăли-йĕркипе паллаштарас тĕллевпе шкулта çулсеренех тĕрлĕ уявсем ирттет.

 Александр Марсовича чĕререн саламлатпăр, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ  ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр! Мускавра республика чысне хÿтĕлесе 1 вырăн йышанасса шанатпăр.