Информаци
Кăрлачăн 26-мěшěнче Москакасси шкулěнче районти чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен «Эпир пулнă: пур: пулатпăp!» конкурсě иртрě? Ик чěлхелěхе тата тěрě халăх культури хушшинчи çыхăнăва аталантарса творчествăллă ěçлекен учительсене тупса палăртасси: учителěн чěлхе политикине вěрентÿре тытса пынă чухнехи пěлтерěшне ÿстересси тата чăваш чěлхине вěрентсе пухнă паха опыта сарасси конкурсěн тěп тěллевěсем пулса тăчěç?
Конкурса хутшăнакан вěрентекенсем чи малтан хăйсемпе паллаштарчěç: «Манăн педагогикăри тěп шухăш» эссене презентацилерç: ăстаçă урокне ирттерчěç?
Жюри вěрентекенсен профессии ăсталăхне терлě енлěн хаклама тăрăшрě: конкурса тăратнă материалсем хальхи вěренÿ ěçěн тěллевěсемпе задачисене тивěçтеринине: тăван чěлхене вěрентнě чух çěнěлěхсем пуррине шута илчě?
«Чи лайăх паллаштару карточки» номинацире Мăн Сěнтěр шкулěнчи Варюхина Надежда Владимировна çěнтерчě? Шетьмěпуç шкулěнчи Раевская Ирина Валентиновна «Тěпчевcě учитель» ята тивěçрě? Москакасси шкулěнчи Захарова Елена Мефодьевна «Чи лайăх эссе» номинацире палăрчě?
Калайкасси шкулěнче чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Степанов Александр Марсович «Эпир пулнă: пур: пулатпăр!» конкурсăн çěнтерÿçи пулса тăчě.
Александр Маровича ку çитěнÿпе саламлатпăр! Республика шайěнчи конкурса çěнтерме ырлăх-сывлăх сунатпăр!